Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ.
2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Улатӑрта республикӑра вырӑнти хӑйтытӑмлӑха ҫӗнӗлле йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Халӑх итлевне хула администрацийӗн пысӑк залӗнче ирттерме йышӑннӑ.
Улатӑрсем хыҫҫӑн итлеве ытти муниципалитетра та йӗркелеме палӑртнӑ. Пухусене икӗ эрнере ирттерсе пӗтермелле.
Кунта сӑмах муниципалитет пӗрлешӗвӗн тата муниципалитет пӗрлешӗвӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗр ҫын пурнӑҫласси пирки пырать. Тата уҫӑмлӑрах ӑнлантарсан, хальхи вӑхӑтра районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем (вӗсене сити-менеджер та тетпӗр) тата районсемпе хуласен — Депутатсен пухӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пур. Икӗ ҫын вырӑнне пӗрне ҫеҫ хӑварасшӑн тата вӗсене халӑхпа суйласшӑн.
Асӑннӑ ыйтӑва пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн Общество палатинчи «ҫавра сӗтелте» тишкернӗ. Унтисем халӑхпа сӳтсе явсан тӗрӗс тесе йышӑннӑ. Ку шухӑшах республика Элтеперӗ Олег Николаев та палӑртнӑччӗ.
Улатӑр районӗнчи Ахматово шкулӗнче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ шкулта сивӗ пулни пирки тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 14-мӗшӗ тӗлне шкул котельнӑйӗнче тӑватӑ котелтан иккӗшӗ ӗҫлемен. Ҫавна май шкул ачисем сивӗ классенче вӗреннӗ.
Раштавӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗр котелне ӗҫе кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмсенчи сывлӑш температури 17 градуса ҫитнӗ. Анчах ку та требованисемпе килӗшсе тӑмасть.
Мӗншӗн капла пулса тухнӑ-ха? Хутса ӑшӑтмалли сезона япӑх хатӗрленнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарасси пирки те шутлаҫҫӗ.
Паянхи куна илес тӗк, шкулта пӳлӗмсенче ӑшӑ, батарейсем вӗри.
«Сӑр» автоҫулӗ ҫинче йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пункт вырнаҫтарнӑ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ тӗлӗнче. Хальлӗхе тытӑм сӑнавлӑ мелпе ӗҫлӗ, кайран, виҫӗ уйӑх иртсен, штатлӑ режим ҫине куҫӗ.
Машинӑсене автоматизациленӗ мелпе виҫекен пункт транспортӑн пӗтӗмӗшле виҫине, кашни тӗнӗлне тивекен йывӑрлӑха палӑртаҫҫӗ. Электрон информацие кӑтартакан табло ҫине пӑхсан водитель хӑйӗн машини епле тайнине курӗ. Тытӑм правӑна административлӑ майпа пӑснине шута илекен центра хӑех пӗлтерет.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пӗрремӗш пункт «Шупашкар-Сурски» автомобиль ҫулӗ ҫинче Улатӑр районӗнче уҫӑлнӑ. Ӑна пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта, Васкавлӑ медулӑшу пульници умӗнче, вертолет анса лармалли лапам тунӑ. Паян унта санавиаци пӗрремӗш хут анса ларнӑ. Унпа Улатӑр районӗн тӗп пульницинчен инфаркт пулнӑ 74 ҫулти кинемее илсе килнӗ.
Лапама тумашкӑн республика хыснинчен 6,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Лапамра ҫутӑ та тӑвӗҫ. Капла вертолет ҫӗрле те анса ларма пултарӗ.
Сӑмах май, ку таранччен санавиаци 31 ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри — ача.
Ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Чӑваш Енре шӑнса вилнӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Ӗнер ирхине Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче иртен-ҫӳрен арҫын виллине асӑрханӑ, полицие чӗннӗ. Ҫав ҫын 48 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл киле темиҫе метр ҫеҫ ҫитеймен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, ун хыҫҫан пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен Чӑваш Республикинче вертолет анса лармалли икӗ лапам хатӗрлӗҫ.
РФ Сывлӑх сыхлав министрӗ регионсенчи санавиаци валли вертолет лапамӗсем тӑвас ыйтупа видеоселектор канашлӑвӗ ирттернӗ.
Чӑваш Республикинче икӗ лапам пулӗ: Улатӑр районӗнчи тӗп пульница тата Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници ҫывӑхӗнче. Лапамсене ҫутатмалла тӑвӗҫ. Вӗсене бетонпа хытарнӑ, унта машинӑпа пыма асфальт сараҫҫӗ. Улатӑр районӗнче ҫутӑ кабелӗ хунӑ, кӗҫех хунарсем вырнаҫтарӗҫ.
Ӗнер тӗлне республикӑра 27 пациента, вӑл шутра 1 ачана, пульницӑна вертолетпа илсе кайнӑ.
Паян Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Сити-менеджер пулма Алексей Ладыковах шаннӑ.
Аса илтерер: республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын Республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын тупӑннӑччӗ: Дмитрий Попов, Юрий Шакеев, Олеся Абашева, Алексей Ладыков тата Владимир Владимиров. Комисси вӗсенчен иккӗшне: Алексей Ладыкова тата Олеся Абашевӑна — суйласа илнӗччӗ.
Паян Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Алексей Ладыков кандидатурине ырланӑ.
Пуҫлӑхсене маларах тӑватӑ районта суйланӑччӗ. Ун чухне те ҫӗнӗ ертӳҫӗсем пулманччӗ. Улатӑр районӗнче Нина Шпилевӑна администраци пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ, Патӑрьел районӗнче – Рудольф Селиванов, Красноармейски районӗнче – Александр Кузнецова, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова.
Наци телекуравне тата «Тӑван радиона» Чӑваш Енре ытларах та ытларах ҫын курма, итлеме пултарӗ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци телерадиокомпанийӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче радиопередатчик ӗҫлеттерме пуҫланӑ.
Унта Наци телекуравӗпе «Тӑван радио» тест режимӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ радиокӑларӑмсене Комсомольски, Патӑрьел районӗнчи ҫынсем те итлеме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ ҫул «Тӑван радио» Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсене ҫитнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ перадатчиксем Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ӗҫлеме пуҫлӗҫ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйланӑ. Асӑннӑ постсене унччен пуҫлӑхра пулнисемех йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче Депутатсен VII суйлаври депутачӗсем Нина Шпилевӑна шаннӑ. Вӑл ӗҫе ҫӗнӗрен чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӳлӗннӗ.
Патӑрьел районӗнче пуҫлӑх пулма виҫӗ кандидат ӗмӗтленнӗ: Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин. Унта ҫемҫе пукана Рудольф Селиванов сыхласа хӑварнӑ.
Красноармейски районӗнче Александр Кузнецова суйланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ. Ытти хӑш-пӗр районта та пуҫлӑхсене палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |